Chuvash.Org :: Пичет версиĕ :: Хĕвеле Лăпăр çини


Чăваш этнорадиостанцине сирĕн пулăшу кирлĕ.


    Хĕвеле пайтах пысăк теççĕ, йĕтем пысăкăш пуль теççĕ. Вăл çӳлтерен кăна пĕчĕккĕ курăнать тет. Хĕвел вĕресе тăнă пек вĕресе-йăшăлтатса «кулса» тăрать, тет, ун çывăхне ниепле те пымалла мар тет, пĕçерсе татать, тет.
    Çаплах та тапхăр-тапхăр Хĕвеле Лăпăр пырса çиет тет, хăш-хăш чух темĕскер Хĕвел çутине пырса пĕтерет те, пĕтĕм тĕнче «тĕттĕм çанталăк» пулса тăрать, çавна пирĕн чăвашăн ăрăмçă карчăксем: «Лăпăрсем пырса çиеççĕ тет», — теççĕ. Вăл тĕттĕм пулса тăрать-тăрать те унтан каллех çута-лать, Лăпăр ăна çисех яраймасть тет, мĕн те пулин тунипе Хĕвел патĕн-чен пăрахса каять тет.
    Хĕвел тĕттĕмленес пулсассăн чăвашсем, юплĕ пилеш сенĕк тупса, çав пилеш сенĕке чĕрсе ывăтма хушаççĕ, вара Лăпăр Хĕвеле çиме чарăнать тет.
    Унтан тата çуркуннепе-мĕнпе Хĕвел пĕлĕт айне кĕрсен урамри ача-пăча: «Пăх, Хĕвел, пăх, Хĕвел, мункун çитсен хĕрлĕ çăмарта парăп», — тесе юрланă евĕрлĕ туса кăшкăраççĕ. Вара Хĕвел пăхать тет.
    
    Тимофеев, 67-68 с.
    
Ытти уйăхпа хĕвел çинчен каланă халапсене пăхма пултаратăр.


Тěп страницă
Тулли верси :: Статья ссылки